Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Романова Зоя Васильевна

Романова Зоя Васильевна (хӗр чухнехи хушамачӗ Филиппова) — чӑваш тӑлмачӗ. 1943 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Патирекре ҫуралнӑ.

1979 ҫултанпа СССР ҪП пайташӗ.

Кун-ҫулӗ

1957 ҫулта Патирекри ҫичӗ ҫул вӗрентекен шкултан вӗренсе тухнӑ. Малалла пӗлӗвне Мишер Палтиелти вӑтам шкулта ӳстернӗ.
Вӑтам шкул хыҫҫӑн Чӑваш педагогика институчӗн историпе филологи факультетне кӗнӗ, 1964 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнчи Пӑчӑрлӑ Пашьел шкулӗнче ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
Кӗнеке издательствинче редактор, Ҫравҫӑсен пӗрлешӗвӗнче яваплӑ секретарь вырӑнӗсенче ӗҫленӗ.
1980-82 ҫулсенче Шупашкар хулин халӑх депутачӗсен Канашӗн депутачӗ пулнӑ.

Ӗҫӗсем

Хайлавсене чӑвашларан вырӑсла куҫарас ӗҫре тӑрӑшать. Литература ӗҫне 1965 ҫултанпа кӳлленӗ. Илпек Микулайӗ (кӗнеке вырӑсла «Черный хлеб» ятпа тухнӑ), Анатолий Емельянов («Запоздалый суд»), Марфа Трубина («Детство»), Хветӗр Уяр («Тенета»), В. Садай, Г. Харлампьев тата ытти ҫыравҫӑ кӗнекисене куҫарса кӑларнӑ.

Каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-08-14 11:54:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7042 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем